Чӑваш Енре пурӑнакансем те пурнӑҫ таппипе тан пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахӑмӑр — тӗнче тетелне тухни пирки.
Паян, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Раҫҫейре Интернет кунне палӑртаҫҫӗ. Тӗнче тетелне пирӗн республикӑра пурӑнакансенчен 68 проценчӗ кунсерен тухать. Ку вӑл — пӗлтӗрхи кӑтарту. Цифрӑсене Чӑвашстат 2019 ҫулта ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх пӗлтернӗ.
Халӑхӑн 67 проценчӗн килте компьютер пур. 72 проценчӗ вай-фай ҫыхӑну урлӑ интернета кӗрет.
Тӗнче тетелне кӗрекенсенчен пысӑк пайӗ, 57 проценчӗ, смартфон урлӑ кӗрет, компьютер урлӑ — 42 процент, ноутбук урлӑ — 28 процент, планшет урлӑ — 10 процент, смарт-тв урлӑ — 9 процент, приставкӑсем урлӑ — 1 процент.
Мӗн-ха вӑл социаллӑ контракт? Ӑна патшалӑх кампа алӑ пусать тата мӗн тӗллевпе? Ҫак ыйтусен хуравне Чӑваш Енӗн ӗҫ министрӗн ҫумӗ Алина Кузнецова тата социаллӑ тӳлевсен пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев уҫӑмлатӗҫ.
Министерство ӗҫченӗсем сахал тупӑшлисене социаллӑ контрактпа килӗшӳллӗн пулӑшасси ҫинчен каласа кӑтӑртӗҫ. «Тӳрӗ лини» «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чувашия без паники» (чӑв. Шикленмен Чӑваш Ен) ушкӑнра ыран, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехетре ӗҫлеме тытӑнӗ.
Ыйтусене https://vk.com/bezpaniki21?w=wall-181162659_20678 пост пайӗнче маларах та ҫырма юрать, «тӳрӗ лини» пуҫлансан та ыйтма ирӗк парӗҫ.
Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче чӑваш чӗлхине ӑша илме май паракан аудиокурс йӗркеленӗ. Ӑна пуҫараканӗ – «Хавал» ушкӑн ертӳҫи Владимир Блинов (Алпарух).
«Сӑмах май» пабликра Алпарух чӑваш чӗлхин сӑнавне аудиокурсне вырнаҫтарнӑ. Курс ячӗ пабликпа пӗр килет. Вӑл «Сӑмах май» ятлӑ.
Курс виҫӗ пайран тӑрать:
1. Тӑвалалла;
2. Малалла;
3. Шалалла.
Унсӑр пуҫне Александр Блинов «Сасӑ кӗнеки» уйрӑм приложени хатӗрленӗ.
Паянхи кун тӗлне Алпарух темиҫе урок вырнаҫтарнӑ та ӗнтӗ. Сӑмахран, чӑваш чӗлхинче тӗл пулакан, анчах вырӑс чӗлхинче ҫук «Ӑӑ», «Ӗӗ», «Ӳӳ», «Ҫҫ» саспаллисемпе паллаштарнӑ. Е тата тӑван чӗлхемӗрте сӑмахсенчи пусӑм хӑш сыпӑк ҫине ӳкни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан Александр Тарасов пичке ӑшне кӗрсе ларнӑ та алебастр янӑ. Хӑрушӑ эксперимента вӑл тӗнче тетелӗнче те кӑтартнӑ, видео вырнаҫтарнӑ. Асӑрханӑр: ун пек тума юрамасть.
Малтан вӑл хӑйне полиэтилен хутаҫпа тата фольгапа ҫавӑрса ҫыхнӑ. Эксперимент валли 6 михӗ алебастр кирлӗ пулнӑ. Ку 8 пин тенке яхӑн кайса ларнӑ. Александр хӑй те тунмасть: ку питӗ хӑрушӑ пулнӑ, хӑй те хӑранӑ.
Алебастр 15-20 минут хытнӑ. Унтан вӑл каялла тухма тытӑннӑ. Пӗр самантра Александр хӑрасах ӳкнӗ, ҫапах алебастр тыткӑнӗнчен хӑтӑлайнӑ. Кун валли ӑна 45 минут кирлӗ пулнӑ.
Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнтарасси пирӗн республикӑра малалла пырать. «Ростелеком» предприяти специалисчӗсем ҫак енӗпе халӗ виҫӗ районта ҫине тӑраҫҫӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет Шупашкар районӗнчи Толик Хураски тата Мӑнал, Элӗк районӗнчи Вутлан, Муркаш районӗнчи Тойкилтӗ ялӗсенче ӗҫлесе кайӗ. Асӑннӑ ялсенчи шкулсем ун чухне тӗнче тетелне ҫӑмӑллӑнах тухайӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнчи Мӑналти фельдшерпа акушер пунктне тӗнче тетелӗпе ҫыхӑнтарӗҫ.
Ҫивӗч ыйту сиксе тухсан халӗ унчченхилле хаҫата пӗлтерме кирлех те мар. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫырсан тӳре-шара тӳрех асӑрхать, кӑлтӑка вӑхӑтра татса пама тӑрӑшать.
«Чувашская Республика» (чӑв. Чӑваш Республики) паблик тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх ушкӑнӗсенче ҫынсен ыйтӑвӗсем татӑлаҫҫӗ. Республика влаҫӗ комментарисене вуланипе тата хуравланипех ҫырлахмасть, ыйтӑва татса пама тӑрӑшать.
Иртнӗ эрнере, тӗслӗхрен, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ялӗнчи Завод урамӗнче пурӑнакансем йӑлари каяша турттарса кайманнине хыпарланӑ. Ҫӑхава Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ асӑрханӑ хыҫҫӑн контейнерсем самантрах пушаннӑ.
Станислав Убасси журналист Фейсбукра кӑсӑклӑ пӗр темӑна хускатнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри ача пахчисенче манкуртсене ӳстереҫҫӗ.
«Ача-пӑча пахчисенче (садиксенче) чӑваш чӗлхи ҫук!
Ҫавна пула чӑваш ачана пӗчӗкрен манкурт пулма вӗрентеҫҫӗ.
Ирӗксӗрех ашшӗ-амӑшсем те хӑйсен ачӑрсене садиксене ярас умӗн вӗсемпе вырӑсла кӑна калаҫаҫӗ. Мӗншӗн?
Мӗншӗн тесен анчах калаҫма пуҫланӑ ачана ҫав «вырӑс садике» кайма хатӗрлемелле-ҫке! Калаҫма-ӑнланма пӗлмен ача (паллӑ, вырӑсла ) садикре пулмалла мар!
Вара ҫав ача чӑваш чӗлхине тӑван чӗлхе тесе йышӑнмасть!!!» — — пӗтӗмлетнӗ Станислав Убасси.
Поста вӑл Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен ушкӑнне икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — вырнаҫтарнӑ.
Журналист ҫум ҫумланинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук-ха. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатӑн Инстаграмри страницинчи хыпарта район центрне тасатманни пирки каланӑ.
«Паян мана: «Ӳкерсе ҫӳреме ҫеҫ пӗлетӗн, ҫум курӑк пӑшӑрхантарать пулсан тыт та ҫумла», – терӗҫ. Эпӗ ҫумларӑм...», – ҫырнӑ постра.
Журналист Инстаграмра сторис вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн тепӗр пилӗк минутран Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗнчи рабочисем ҫум ҫумлама тухнӑ...
Район центрӗн тӗп лапамне нумаях пулмасть ҫӗнетнӗ, илемлетнӗ. Анчах вӑл ҫӳп-ҫап айне пулма пуҫланӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри, усӑ курнӑ медицина маскисем ӑна илемсӗрлетеҫҫӗ. Ирпе вара ҫав лапама пӗрре пуҫтарнӑ...
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Яндекс» компанипе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑ. Республика ертӳҫи экономикӑна тата социаллӑ сферӑна цифровизацилес тӗллевлӗ проекта пурнӑҫа кӗртесшӗн.
«Яндекс» компанин Раҫҫейри гендиректорӗпе Елена Бунинӑпа ирттернӗ онлайн-тӗлпулура онлайн-вӗрентӳ, тӗрлӗ социаллӑ проект (ҫав шутра – сусӑрсене тата ватӑсене пулӑшасси) пирки те калаҫнӑ; хальхи вӑхӑтри навигаци, шыравпа информаци сервисӗсемпе усӑ курас ыйтӑва хускатнӑ.
Республикӑра «Ветерансем валли такси» социаллӑ проекта хута ярасшӑн. Вӑрнар поселокӗнче кӑҫал «Яндекс.Лицей» уҫӑлмалла. Вӑл Чӑваш Енӗн тӑватӑ вӗренӳ учрежденийӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Олег Николаев «Яндекс.Лавка» сервиспа та кӑсӑкланнӑ. Вӑл пулӑшнипе вырӑнти производительсен продукцине (сӑмахран, шӑрттана, сӑрана) сутма май килӗччӗ.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑлараканӗн, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑ, чӑвашла букварь хатӗрленӗ Иван Яковлевӑн хӗрӗ Лидия чӑвашла ҫырнӑ. Кун пирки Станислав Убасси журналист, блогер Фейсбукри хӑйӗн страницинче паян хыпарланӑ.
Иван Яковлевӑн виҫӗ ачинчен (вӗсем – Алексей, Лидия, Николай) пӗри, маларах асӑннӑ Лидия, 12 чӗлхепе калаҫнӑ, ҫав шутра вӑл ашшӗн чӗлхине те пӗлнӗ, чӑвашла ҫырнӑ.
Станислав Убасси Фейсбукри постра Любовь Пижанован «Ефремов и чуваши» статйи пирки асӑннӑ, ӑна вулама сӗннӗ.
Чи кӑсӑкли – Лидия Ивановнан лагерьте ҫырнӑ ҫырӑвӗсем упранса юлни. Вӗсене Иван Яковлевӑн ҫывӑх ҫыннисем Чӑваш патшалӑх университетне панӑ, халӗ ҫавсем унта тирпейлӗн упранаҫҫӗ.
Лидия Ивановна чӑвашла шӑрҫаланӑ ҫырусенчен пӗринче этем шӑпи пирки каланӑ. Шел те, ҫав ҫырӑвӑн чӑвашла варианчӗ пирӗнте ҫук. Этеме хуйхӑпа асап ҫӗлен пекех ҫавӑрса илни, телей вара хирти чечек пек пулни ҫинчен ҫырнӑ. Хӗвел пӑхсанах чечек савӑнать, анчах хуйхӑпа асап пуҫа устараҫҫӗ тенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |